Аннеçĕм, ытарми хĕвелĕм,
Кун - çул пиллерĕн эс мана,
Санпа чухне çеç эп телейлĕ,
Телейлĕ эс пуртан кăна.
Петĕр Çăлкуç
«Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче. Пурăнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче,» - çапла çырнă А. Воробьев поэт. Чăнах та, кам-ха манĕ тăван амăшне? Никам та мар, вăл-çке пире ачашласа ÿстернĕ, ăс панă.
Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă, ытарайми çыннăм, çепĕç чунлă аннеçĕм ...Мĕн чухлĕ ăшă сăмахсем калама пулать анне çинчен!
Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Золушка»ача саденче аннесене халалласа уяв концерчĕ иртрĕ. Аннесем, кукамайсемпе асаннесем илемлĕ те хăтлă залра пуçтарăнчĕç. Шкул çулне çитмен ачасем вĕсене саламласа сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, тĕнчери чи юратнă çынсемшĕн ташăсем ташларĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Хаклă хĕрарăмсем! Эпир те, «Золушка» ача саденчи ĕҫченсем, Сире ҫывхарса пыракан Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Ҫирĕп сывлăх, юрату, ăнланупа чăтăмлăх, ырлăхпа телей сунатпăр!