День птиц

Çунатлă туссем савăнаҫҫĕ.

        Çуркунне те ҫитрĕ. Çапах та хĕл ҫуркуннене парăнасшăн мар. Ăшă енчен, кăнтăртан кайăксем вĕҫсе килме пуҫларĕҫ, таврара кураксемпе шăнкăрчсен сасси илтĕнет.«Золушка» ача сачĕнчи аслă ушкăнри ачасем канмалли кунсенче ашшĕсемпе, аслашшĕсемпе тăрăшсах хăйсен тусĕсем валли вĕллесем ăсталарĕҫ.

 Ачасем кайăксене пулăшмаллине лайăх ăнланаҫҫĕ, мĕншĕн тесен  кайăксем хурт- кăпшанкăсене питĕ нумай пĕтереҫҫĕ, хăшĕ-пĕрисем шăшие те тытса ҫиеҫҫĕ. Ахальтен мар вĕсене вăрман санитарĕсем, йывăҫ тухтăрĕсем теҫҫĕ. Çавăн пекех хăйсен юрри- сассипе пирĕн чуна уҫаҫҫĕ тата тыткăнлаҫҫĕ.

 Кашни ачан шăнкăрч вĕлли хăйне май илемлĕ пулчĕ,  ашшĕсемпе аслашшĕсем  тавҫăруллă иккен. Вĕсем тем тĕрлĕ вĕлле те  ăсталанă. Ачасем шăнкăрчсем вĕллесене йышăнасса чăтăмссăррăн кĕтеҫҫĕ. Çунатлă туссем  илемлĕ юрăсемпе  савăнтарасса шанаҫҫĕ.