«Эпĕ пĕчĕкҫĕ чăваш»

Эпир, аслă ушкăнри ачасем, «Эпĕ пĕчĕкҫĕ чăваш» инҫет видеоконкурса хутшăнтăмăр. Унăн тĕп тĕллевĕсем: чăваш ачасене тăван литературăпа халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе тата культурипе паллаштарас, ачасен вулав пултаруллăхне, чăвашла пуплевне аталантарас. Эпир «Чăваш с «Чăваш вăййисем» номинацире, «Чăваш ача-пăча юрри» номинацире, «Владимир Андреев сăввисем» номинацире хутшăнтăмăр. «Чăваш ача-пăча юрри» номинацире «Тÿнкки-тÿнкки параппан»  юрăпа пĕрремĕш вырăн ҫĕнсе илтĕмĕр. Чыслава ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче ирттерчĕҫ. Пирĕн ĕҫе радиопа телевидени валли те ҫырса илчĕҫ. Ачасене парне те парса хавхалантарчĕҫ.