Чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика шайĕнчи конкурсĕн кĕретсĕр тапхăрĕ иртрĕ. Кĕретсĕр тапхăра конкурсантсем çак материалсене тăратрĕç: «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа хатĕрленĕ эссе, меслетлĕхпе çырнă ĕçсем (меслет сĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем), чăваш чĕлхипе е литературипе ирттернĕ урокăн (занятин) видеофрагменчĕ, урокăн (занятин) видеофрагментне методика тĕлĕшĕнчен тишкерни.
Конкурсăн кĕретсĕр тапхăрне пурĕ 41 педагог хутшăнчĕ, вĕсенчен ача сачĕнчи педагогсем – 18, шкул вĕрентекенĕсем – 23.
Жюри кĕретсĕр тапхăра тăратнă ĕçсене пăхса тухса 9 çĕнтерÿçĕ палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Карасева Светлана Николаевна, Муркаш районĕн «Золушка» 14-мĕш ача сачĕн педагогĕ те пулчĕ. .Конкурсăн кĕретлĕ тапхăрĕ 2019 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Шупашкар хулин 40-мĕш вăтам шкулĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхине шкулта тата шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕрентекенсен республика шайĕнчи конкурсне иртрĕ.Унта 9 педагог хутшăнчĕ.
Конкурса хутшăнакансем икĕ номаницере тупăшрĕç: «ăстаçă урокĕ» тата чăваш тумне кăтартас ăсталăх. Карасева Светлана Николаевна, Муркаш районĕнчи «Золушка» 14-мĕш ача сачĕн педагогĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен 2019-мĕш ҫулхи республика шайĕнчи конкурсĕн «Халăх сăмахлăхĕн управҫи» номинаци ҫĕнтерÿҫи пулчĕ.Саламлатпăр!
Чăваш чĕлхишĕн чун парса ĕçлекенсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Николаевна Федорова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Владимировна Петрова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи Геронтий Лукиянович Никифоров саламларĕҫ.