2021 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртни: пуплеве аталантармалли хальхи технологисем» семинар иртрĕ. Семинара 95 çын хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – воспитательсемпе методистсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе музыка ертÿçисем.Муркаш районĕнчен «Золушка» ача сачĕни воспитательсемпе музыка ертӳҫи семинара хутшăнчĕç. Вера Макарова, музыка ертӳҫи, чăваш юррисемпе вăййисем урлă тăван чĕлхене вĕрентнин опычĕпе паллаштарчĕ. Итлекенсене унăн «Чи кĕҫĕн ачасем валли хатĕрленĕ юрăсен пуххи» уйрăмах кăмăла кайрĕ.