Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2022



Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Вĕренÿ акцийĕ 12 сехетре пуçланчĕ. «Золушка» ача-сачĕн воспитатĕлĕсем те хастаррӑн хутшӑнчĕ. Хӑйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.